Ытларикун, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров Наци телерадиокомпанийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Беловпа тӗл пулнӑ, наци радиовӗн хумӗсене района ҫитересси пирки сӑмах хускатнӑ. Калаҫӑва ҫавӑн пекех наци телерадиокомпанийӗн техника ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен директор ҫумӗ Николай Хлебников, Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн культура, туризм тата архив ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ Александр Самсонов хутшӑннӑ. Александр Башкиров районта пурӑнакансем — вӗтӗр-шакӑрсенчен пуҫласа ваттисем таранах — тӑван чӗлхеллӗ радиошӑн тунсӑхласа ҫитнӗ. Шел те, республика хӗрринче вырнаҫнӑ района унӑн хумӗсем ҫитмеҫҫӗ.
Наци радиовне район территорийӗнче савӑнӑҫлӑ уяв туса ҫӗртмен 15-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Ҫакна йӗркелеме районти клубсен тӗп системи ятарлӑ лицензи илнӗ. Хӗрлӗ Чутайран вӗсен 50 ҫухрӑм инҫӗше хумсем яма май пулӗ. Малашне ҫапла май Хӗрлӗ Чутайсем наци радиовне 106,7 FM хум ҫинче итлеме пултарӗҫ.
Нумай пулмасть пӗр ҫынпа чӑвашсен пурнӑҫӗ пирки калаҫса кайрӑмӑр. Апла-капла сӑмахланӑ май хайхи ҫынсен тымарӗ патне ҫитрӗмӗр. Ҫын тымарӗ тенӗ чухне кунта сӑмах ҫав ҫын хӑйӗн йӑх-несӗлне туйнипе туйманни пирки пырать. Енчен те вӑл хӑй ӑҫта ҫуралнине ӑнланать пулсан, хӑй хӑш халӑх пулнине туять пулсан — ҫав ҫыннӑн тымарӗ пур, ӑна нимӗнле глобализаци те, нимӗнле космополитизм та арман евӗр вакласа-ҫавӑрттарса пӗтереймӗ.
Пирӗн калаҫу хайхи нумай чӑваш инҫетри тӑрӑхсене лайӑх пурнӑҫ шыраса кайни пирки пулчӗ. Имӗш чӑвашсем ытла та хавшак, хӑйсен тӑрӑхне усӑ парас вырӑнне ют ҫӗрсенче ӗҫлесе унти экономикӑна ҫӗклеҫҫӗ. Ҫавӑн чухне вара эп шухӑша путрӑм та. Пурах-ши чӑвашӑн тымарӗ? Нивушлӗ эпир, чӑвашсем, тымарсӑр йывӑҫ пек ҫил ӑҫталла вӗрет, ҫавӑнталла вӗҫетпӗр? Леш, шуйттан урапи (выр. перекати-поле, е тепӗр ячӗ — тӗрке курӑк) евӗр-ши?
Хӑш-пӗр политиксем пирки те сӑмах хускатрӑмӑр калаҫу пуҫарнӑ май. Тӗслӗхрен, Николай Фёдорова аса илтӗмӗр. Президент вырӑнне йышӑнаканскер хӑй вӑхӑтӗнче республикӑри чылай предприятисене сутса пӗтерчӗ теме юрать (апла-и, капла-и — халӑх ӑна ҫапла айӑплать).
Паян Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне, Наци музейне, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне тата вӗсене ӗҫлеттерекен профильлӗ министерствӑсене «2014-мӗш ҫулта Чӑваш Енри Муркаш районне кӗрекен Тивӗш салинчи пӗр чӑваш килӗнче упранакан революцичченхи (XIX ӗмӗр вӗҫӗ – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ) шкулта усӑ курнӑ икӗ алҫырӑвӑн (чӑвашла-вырӑсла сӑмахсарӑн (словарьӗн), историпе математика, юрӑпа кӗвӗ вӗренӳ кӗнекин) тата ялти пӗр ҫӗр ӗҫченӗн тӗлӗнмелле кӑсӑк «кун кӗнекин» (кунта ҫав вӑхӑтри Ишек пасарӗнчи хаксем, тыр-пул акса-вырни, ҫутҫанталӑк улшӑнӑвӗсем тата ытти сӑнав) темиҫе хут листин скан-кописене ярса панӑ». Кун пирки «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ.
«Хӑйсен тӗпчев кӑсӑкне пӗлтерсен пӗрле ӗҫлеме хатӗр. Палӑртнӑ кӗнекенсен тулли скан-кописем пирки «Ирӗклӗхри» Дмитрий Степановран ыйтма пултаратӑр», — тесе ҫырнӑ унта.
Наци вулавӑшӗнче ӗнер чӑвашсене ҫутта кӑларас ӗҫре тата чӑваш чӗлхипе культурин тӗпчевне самай вӑй хунӑ виҫӗ ҫынна халалласа ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ. Ҫак чыса Николай Ильминский (ҫуралнӑранпа 195 ҫул ҫитнӗ), Николай Поппе (ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет) тата Константин Прокопьев (ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнӗ) тивӗҫрӗҫ. Николай Ильминский чӑвашсене ҫутта кӑларас енӗпе (тӗн сулӑмӗпе) палӑрнӑ, Николай Поппе пирӗн чӗлхене тӗпченипе тата тӗнче шайне кӑларнипе. Прокопьев Константин Прокопьевич вара, пуп пулса ӗҫлесе, чӑвашсен йӑли-йӗркисене тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.
Ҫавра сӗтелте кашни пирки тӗплӗн каласа пачӗҫ. Атнер Хусанкай Ильминский пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ, Геннадий Дегтярёв — Николай Поппен кун-ҫулӗпе, Георгий Матвеевпа Алексей Симулин — Константин Прокопьевӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе. Ҫавӑн пекех хӑйсен шухӑшӗсемпе Виталий Станьял, Николай Егоров, Сергей Щербаков, Дмитрий Басманцев паллаштарчӗҫ.
Тухса калаҫакансен сӑмахӗпе туллин аудиофайлта паллашма май пур:
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхипе пӗтӗм тӗнчери олимпиада иртет. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ӑна кӑҫал республикӑра йышӑннӑ Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Олимпиадӑна хамӑр ҫӗршывра тата ют ҫӗршывсенче пурӑнакан, 25 ҫула ҫитмен студентсемпе шкул ачисен хутшӑнма ирӗк пур.
Чӑваш чӗлхипе литературине аталантарас, халӑхра сарас тӗллевлӗ олимпиада «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» тата «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енсемпе иртмелле.
Пӗрремӗш енпе регионсем хушшинчи олимпиадӑна 2016 тата 2017-мӗш ҫулсенче хутшӑннӑ ҫӗнтерӳҫӗсем хутшӑнӗҫ. Вӑл Республикӑри вӗренӳ институтӗнче 10 сехетре пуҫланмалла. Хутшӑнакансене 8:30 сехетрен пуҫласа 9:30 сехетчен регистрацилӗҫ. «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енпе хутшӑнакансен олимпиадине И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ инҫет мелӗпе йӗркелет.
Андрей Павелин чӑваш алфавитне телефонпа вӗренмелли программа шухӑшласа кӑларнӑ. Ӑна ку ӗҫре Шупашкарти «Кванториум» технопарка ҫӳрекен ачасем те пулӑшнӑ.
Вӗренекенсем малтан проект хатӗрленӗ. Унтан ӑна компьютер чӗлхи ҫине куҫарнӑ. Ку ӗҫе вӗсем ака уйӑхӗнче ҫеҫ тума тытӑннӑ. Программӑна 3-6 ҫулсенчи ачасем валли хатӗрленӗ. Телефонри сарӑм саспаллисене, хисепсене, тӗссене чӑвашла вӗрентет.
Ку сарӑм шкулта та усӑ курма меллӗ, чӑваш чӗлхи урокӗсене кӑсӑклӑ ирттерме пулӑшӗ. Ҫавӑнпа ку проекта ЧР Вӗренӳ министерствине сӗнсе пӑхасшӑн. Халӗ ачасен сарӑма чӑвашла калаҫтарма вӗрентмелли ҫеҫ юлнӑ. Чӑвашла сарӑма ҫитес вӑхӑтра пурте телефон ҫине лартма пултарӗҫ.
Республика тулашӗнчи чӑвашсем тӑван чӗлхешӗн тунсӑхланине пӗрре кӑна мар илтме тивнӗ. Вӗсем Чӑваш Енре тухса тӑракан хаҫат-журнала ҫеҫ мар, урӑх регионсенчи чӑвашла пичет кӑларӑмӗсене те вулаҫҫӗ. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Микулай Павловский "лӑпӑр-лапӑр хаҫатсене вуласа вӑхӑта ирттерсе лариччен" "Раҫҫей каталогӗнчи арпашусене пӑхмасӑр, Чӗмпӗртенех, Чӑваш Республикинче тухса тӑракан «Тӑван Атӑл» журнала; Тутарстанри «Сувар», Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатсене» ҫырӑнни пирки Фейсбукра пӗлтернӗ.
Чӑвашла пичет кӑларӑмӗсене ҫырӑнма вӑл 1050 тенкӗ тӑкакланине вӑл уйӑхсерен пайланӑ. Нумай та мар: 175 тенке ларать иккен. «Чӗмпӗр ҫӗрӗнче пурӑнса ача чухне юратса, ҫурӑлса пӗтиччен вуланӑ «Тӑван Атӑл» журналпа, хам ҫуралнӑ тӑван республикӑри «Сувар» хаҫатпа хыпаланмасӑр паллашма пулать. Ҫырӑннин укҫи (уйӑхрине илсен) — пулӑ е кӑлпассин хӳри хакӗ, вӑл ӑҫта кайса ҫухалнине те туймастӑн, кӗсъе тӗпӗнче те тупаймастӑн. Чӑвашлӑха пулӑшни, хамӑр чӗлхепе вулани, вара, мӗне тӑрать!» — шухӑшлать Микулай Павловский.
Тольяттинче пурӑнакан чӑвашсен автономийӗ тата Севрюкаево ял администрацийӗ «Уяв» йӑлана кӗнӗ мероприятие ирттерет. Унта Тольяттинче, Жигулевскра тата Самар облаҫӗн Ставрополь районӗнче пурӑнакансене йыхравланине пӗлтерсе Александр Бикмурзин «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнче ҫырнӑ.
Уяв ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 19 сехетре Севрюкаево ялӗнчи Культура ҫурчӗ умӗнчи лапамра пуҫланмалла. Унта пухӑннисем вӑйӑ картине те тӑрӗҫ, юрласа та ташлӗҫ. Уяв сӗмне кӗртме Тольяттинчи, Жигулевскри тата Ставрополь районӗнчи чӑвашсен пултарулӑх ушкӑнӗсем концертпа хутшӑнмалла.
Йӗркелӳҫӗсем тӑван халӑхӑмӑра пӗр ҫӗре пуҫтаракан, савӑнӑҫ кӳрекен мероприятие пурте хастаррӑн хутшӑнасса, унтан хавас кӑмӑлпа саланасса шанаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче паян Пӗтӗм чӑваш диктантӗнче «пиллӗк» илнисене чысларӗҫ. Пухӑннисем умӗнче малтанхи сӑмаха институт директорӗ Пётр Краснов каларӗ, диктанта йӗркелеме пулӑшнисене ӑшшӑн тав турӗ. Чыслава пынисене кӗнекесемпе хавхалантарчӗҫ, ҫавӑн пекех «пиллӗк» илни пирки сертификат пачӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ кӑҫӑл пиллӗкмӗш хут иртрӗ, унта пилӗк пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӑл кашни ҫул Чӑваш чӗлхи кунӗнче иртет. Кӑҫалхи текста Геннадий Волковӑн «Ӑслӑ ача» калавӗ тӑрӑх хатӗрленӗччӗ. Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырма кашни ҫулах вӗренӳ институтӗнче, педагогика патшалӑх университетӗнче тата Николский ячӗллӗ педагогика колледжӗнче ятарлӑ вырӑнсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫӑвӑн пекех наци радиовӗпе ҫыракансем та сахал мар. Районсенче те ҫак акцие анлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Диктант ҫыракансем хушшинче шкул ачисем те, студентсем те, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те пур.
Ҫак кунсенче «Ирӗклӗх» пӗрлӗх Чӑваш Республикинчи чӗлхесем пирки калакан саккуна пӑснишӗн явап тыттарасси пирки ӗҫ-пуҫ мӗнле пыни ҫинчен социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн хуравне пӗлтерчӗ. Питӗ шел те, анчах республикӑри тӗп халӑхӑн чӗлхине пулӑшу кӳме пултаракан мӗнле те пулин ӗҫшӗн хирӗҫ тӑракан ҫынсем сахал мар-ха. Ҫав шутра журналистсем хушшинче те. Сӑмахран, «Чебоксары 24» сайтра паян «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗн пуҫарӑвне сивлек хак паракан хыпар пичетленнӗ. Ӑна «Националисты убедили Госсовет Чувашии наказывать за неиспользование чувашского языка» (чӑв. Националистсем Чӑваш Ен Патшалӑх канашнечӑваш чӗлхипе усӑ курманнишӗн явап тыттарма ӳкӗте кӗртнӗ) ят панӑ, «националист» терминпа вара сивлесе усӑ курнӑ.
Питӗ шел те, фашизма ҫӗнтернӗ ҫӗршывра, тӗрлӗ шовинизм формисем халӗ те курӑнкалаҫҫӗ. Право тӗлӗшӗпе чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхипе тан тума ыйтсанах хӑшӗ-пӗрин чунӗ вӑркама пуҫлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ.
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |